"Пĕтĕм чӑваш диктанчĕ - 2024"

             Ака уйӑхĕн 24-мĕшĕнче Патӑрьел округĕн Сăкатри вӑтам шкулĕнче вĕренекенсем те "Пĕтĕм чӑваш диктанчĕ - 2024" вĕренӳ акцине хутшӑнса диктант ҫырчĕҫ. Диктант текстне Ҫемен Элкер хайланӑ калав сыпӑкне илнĕ. Чӑваш вӑрманĕ ҫинчен ҫырчĕҫ ачасем.

 Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

        Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.