«Айхи вулавĕсем-2024»

                 Паян, нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Патӑрьел тӑрӑхӗнчи поэзине юратакансем вун ҫиччӗмӗш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкула «Айхи вулавĕсем-2024» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Сăкат шкулĕнче 5 класра вĕренекен Гусарова Валерия тата Мердина Юлия  та конкурса хутшăнчĕç. Вĕсем сăвă вуласа малтисен ретĕнче пулчĕç. Конкурсран тулли кăмăлпа, дипломпа таврăнчĕç.